среда, 13 марта 2013 г.

Книги участники конкурса "Литературная Чувашия-2011"


Енĕш, В. Суйласа илнисем: калавпа повеçсем/ В. Г. Енĕш.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011.-542 с.
 

Пушкăртстан культурин тава тивĕçлĕ ĕçченеĕ, Ф.Карим ячĕллĕ Литература премийĕн лауреачĕ В. Енĕш çырнă хайлавсене вулакансем яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Унăн калавĕсемпе сăввисене вуншар халăх чĕлхине куçарса кăларнă. Çыравçă çак кĕнекене хăйĕн паллăрах повеçĕсемпе калавне кĕртнĕ. Вĕсенче иртне ĕмĕр сасси те илтĕнет, паянхи кăткăс пурнăçăн ÿкерчĕкĕсем те чĕррĕн тухса тăраççĕ.


Ишентей, Н.П. Кĕрешÿпе юрату: повеçсем/ Н.П. Ишентей.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011.-112 с.
 

Кĕнекене кĕнĕ повеçсене иккĕшне те пĕр тема пĕрлештерет. Геройсем чăн-чăн юрату пурине ĕненеççĕ, уншăн кĕрешеççĕ. Таса юрату таса чунлă çынсене çеç тивĕçет, телей тĕнчине илсе кĕрет.
 

Максимов, Н.Н. Пĕр хĕрес айĕнче: повеçсем/ Н.Н. Максимов.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011.-223 с.


Кĕнекене кĕнĕ хайлавсенчи ĕс-пуç Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче пулса иртет. «Пĕр хĕрес айĕнче» повеçри чăваш хĕрĕ Силемпипе тыткăнри Австрии салтакĕн Курт Шаговецăн юратăвĕ телейсĕр килсе тухать, кун-çулĕ трагедиллĕ вĕçленет.Вăрçă нушине тÿсекен хĕрарăмсем хăйсен ял хĕрĕ тыткăнри нимĕç салтакĕсене сиплекен госпитальте вăй хунипе ниепле те килĕшме пултараймаççĕ. Таса чĕреллĕ Курта вара хăйпе пĕр шăпаллисемех хирĕç тăраççĕ.

Иккĕмĕш хайлаври тĕп сăнарăн шăпи те хурлăхлă. Вилес умĕн вун çиччĕри салтак нимĕншĕн те кулянмасть: вăл «шăпа этеме çуралнинчен пуçласа виличчен мĕн курма пÿрнĕ, çавна пĕтĕмпех курса ĕлкĕрнĕ. Чи хакли, чи телейли вара – чунран савнă хĕрарăма юратса курнă».
 
 
Суслин, Д.Ю. Хăрушă вăрттăнлăх: приключениллĕ повесть/ Д.Ю. Суслин.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011.-223 с.

Ир такăнсан каçчен теççĕ. Женьăна çĕнĕ шкулта арçын ача вырăнне хурса йышăнаççĕ. Тĕрĕссипе калас тенĕ çĕртенех унăн арçын ача рольне выляма тивет. Темле йывăр лару-тăрура та çухалса каймасть хĕр ача. Çĕнĕ тантăшне пысăк инкекрен çăлнисĕр пуçне патшалăх вăрттăнлăхне упракан теттене шпионсенчен сыхласа хăварать.
 
Хмыт, А.Д. Леш тĕнчерен: Таркăнсем: роман. Пĕрремĕш кĕнеке/ А.Хмыт.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011.- 383с.
«Леш тĕнчерен» дилоги Афган вăрçи вăхăтне сăналать, ĕç-пуç совет салтакĕсемпе вырăнти халăх нуши-сенкерĕ, Тутарстанри Аксу тăрăхĕнчи чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ витĕр тытăмланса аталанать. Кĕнекери фактсене пурнăçран илнĕ, хайлаври сăнарсен ятне-шывне чылай чух улăштарман. Романа тĕнче литературинче «çухалнă ăру» ăнлава палăртакан виçере калăпланă, Кундузри 201-мĕш дивизин Пули-Хумринчи 395 –мĕш полкри 1-мĕш батальон кун-çулне аякри Аксу тăрăхĕнчи мирлĕ пурнăçпа çыхăнтарнă.

Дилогин пĕрремĕш кĕнекинче пурнăç чиккисемпе çаврăмĕсенчи кăткăс лару-тăрăва çутатса панă, хайлаври сăнарсен аталанăвне ытарлăн та ĕнентерÿллĕн кăтартнă. Çамрăк салтаксен шăпи, Аксу тăрăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ, чунпа ăс-тăн кĕвви вулакана тыткăна илет.
 
Хмыт, А.Д. Леш тĕнчерен: Тамăк витĕр: роман. Иккĕмĕш кĕнеке/ А.Хмыт.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011.- 366 с.
 
«Тамăк витĕр» дилогине кĕрекен хайлавра геройсен малашнехи кун-çулне сăнласа панă. Ĕç-пуç çурçĕр Афганистанри Кундуз провинцийĕнче тата Тутарстан Республикинчи Аксу районĕнче аталанать. Ĕнерхи çамрăк салтаксем çар опычĕ пухаççĕ, хĕрÿ çапăçусене хутшăнаççĕ, тусĕсене çухатаççĕ. Пурнăç аслă çулне тухнă хĕр тантăшсен те шăпи тикĕс килмест, ырăпа усал хушшинчи хирĕç тăру вĕсен айккипе иртсе каймасть.
Çирĕм çула яхăн тăсăлнă пурнăç çаврăмĕ дилогин тĕп сăнарĕсене пĕр тĕвве чăмăртаса пĕрлештерет те пуласлăха çул уçать.
Юхма, М.Н. Танкăш – кайăк юрри: историлле роман.- Шупашкар, 2011.- 254 с.
 
 
«Танкăш – кайăк юрри» - чăваш халăх писателĕн, паллă тĕпчевçĕ-академикĕн çĕне пысăк калăпăшлă произведенийĕ. Унта вăл чăваш генийĕн К.В. Иванов-Пăрттан пĕтĕм пурнăçне, пархатарлă ĕçне-хĕлне çырса кăтартать. Ку вăл эпир пурте юратакан «Нарспи» авторне халалланă илемлĕх меслетне тĕпе хурса çырнă пысăк калăпăшлă пĕрремĕш роман. Çав енчен илсе пăхсассăн та ку ĕçĕн пĕлтерĕшĕ калама çук курăмлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Асамат, С.В. В лабиринтах любви…:стихи/ С.В. Асамат.- Чебоксары: Новое время, 2011.- 160 с.
 


Все мы в этом мире – чудаки и чудачки, и дети, и взрослые. Нравственные и порочные, оптимисты и пессимисты – устраиваем себе и райские наслаждения, и адские муки.
Что заставляет людей тосковать о таинственном, блаженном сосотоянии души и духа? В миражах странных мыслей, и собственной вегетативной памяти мы ищем – утерянный вкус бальзама, испитого нами из Чащи Божественной Благодати.
«Есть люди, которые обречены судьбою любить всю жизнь одну женщину», - изрек М.Горький. От имени женщин к этим словам с уверенностью вписала бы «одного мужчину».
Добро пожаловать в мои лабиринты любви, мой дорогой, любознательный читатель.
Автор.
Березкина, С.И. Драгоценные капли в Океане любви: сборник стихотворений/ С. И. Березкина.- Чебоксары, 2001.- 110 с.
Открыто-доверительная исповедь автора о своих чувствах – сугубо личных, гражданских, об отношениях к жизни, природе и окружающим людям.
Новая попытка систематизированного представления автором с богатым жизненным опытом своего творческого лица.
Книга рассчитана на широкий круг читателей.
Григорьев, Д.Н. Кровь или 72 часа: медицинская мистика/ Д.Н. Григорьев.- Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2011.- 414 с.
В произведении мистические и медицинские знания синтезированы в единое целое. Сюжетная линия привязана к определенным территориям, конкретным событиям и известным людям, что делает повествование леденяще правдоподобным. Интригующе продуманы сюжетные ходы.

Первый узел основных событий связан с Померанией: жизнь янтарной ведьмы, ее дочери, внучки проходит в последние годы существования Померанского герцогства. Второй узел основных событий разворачиваются уже в наши дни в Соединенных Штатах Америки.

Стиль изложения произведения полностью отвечает замыслу автора, раскрытие образов героев также происходит постепенно, и только в конце книги все расставляется по своим местам, смутные догадки получают ясный ответ.
 
Максимов, Г.А. Танец в ночи: повести и рассказы/Г.А. Максимов.- Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2011.- 320 с.

В книгу вошли две повести и пять рассказов. Основная тематика произведений Геннадия Максимова – жизнь современного села и города, радости и горести молодых людей, любовь и измена, бережное отношение к природе, раздум ья о жизни и месте человека на земле. Умело создавая нестандартные композиции, писатель правдиво раскрывает проблемы общества и страны.
 

Семендер, Ю.С. Клубок судьбы: стихи/ Ю.С. Семендер; перевод с чуваш. А.И. Дмитриева.- Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2011.- 127 с.


Этот сборник состоит из четверостиший. В них – тревоги и надежды веков и поколений. Выраженные страстными словами народного поэта Чувашии Юрия Семендера, они по-своему множат добрые начала на земле.